Юлашки вӑхӑтра купӑста хакӗ ӳсни пирки калаҫаҫҫӗ. Чӑнах та, пасарпа лавккасенче унӑн хакӗ палӑрмаллах хӑпарнӑ. Ҫакна тӗрӗслес тӗллевпе ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫула тухнӑ.
Хӑйӗнпе пӗрле журналистсене те илнӗ. Пӗр ыйтӑва уҫӑмлатма тӗллевленнӗ: купӑста туса илекен аллинчен кайса лавкка сентри ҫине ҫитиччен мӗн чухлӗ хакланать?
Министр Элӗк районне ҫитнӗ. Кунта пахча ҫимӗҫ ӳстерекен чылай. Сергей Волков фермерӑн хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ. Вӑл 31 гектар ҫӗр ҫинчен 910 тонна пахча ҫимӗҫ туса илнӗ.
Курттӑммӑн туянакансем 22 тенкӗпе пухаҫҫӗ-мӗн. Волков хуҫалӑхӗ тахҫанах ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Фермер ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курать. Нумаях пулмасть пахча ҫимӗҫ упрамалли вырӑн тунӑ вӑл. Волков купӑста сутса тупӑш тӑвасшӑн.
Министр Шупашкарти «Николаевски» пасарта та пулнӑ, лавккасене те ҫитнӗ. Ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: пасарта купӑста хакӗ пӗчӗкрех. Ӑна унта 23 тенкӗпе туянма пулать тӗк лавккара 1 килограмшӑн 30 тенкӗрен кая мар кӑларса хумалла. Туянакансем те хак ӳснине туйнине пӗлтернӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине шута илсе Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче Николай Ытарай ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа «Ачасен ҫывӑх тусӗ» таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта иккӗмӗш «б» класра вӗренекенсене илсе пынӑ.
Николай Ытарай — паллӑ чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, прозаикӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Унӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ. Ачаранпах вӑл сӑвӑ ҫырма кӑмӑлланӑ, алӑпа ҫырса «Хӗлхем» журнал кӑларнӑ. 16-ра унӑн «Ҫӑмламас упа» сӑвви «Сунтал» журналта кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 1958 ҫулта пичетленнӗ. Пӗтӗмпе вӑл — 30 ытла кӗнеке авторӗ. Вӗсем пурте — ачасем валли ҫырнӑскерсем. Ытарай чӑваш фольклорне, уйрӑмах ваттисен сӑмахӗсене, пухнипе те паллӑ.
Ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Г.Н. Миронова ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, вулавӑшра упранакан Ытарай кӗнекисене кӑтартнӑ. Ачасем ҫыравҫӑн сӑввисене хаваспах итленине пӗлереҫҫӗ. Вӗсем валли вулавӑш ӗҫченӗсем мультимеди хӑтлавӗ те хатӗрленӗ. Унта Ытарайӑн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсем вӑхӑтӗнче тӗрлӗ спорт мероприятийӗ ирттерчӗҫ. Элӗк районӗнчи хаҫатҫӑсем те вӑл вӑхӑтра калем пӑрахса алла спорт хатӗрӗсем ярса илнӗ. Вӗсем вырӑнти «Хӗлхем» спорт шкулне пуҫтарӑнса Сывлӑх кунӗ ирттернӗ.
«Ҫынсем спортпа тусли пирки ҫырса кӑтартни кӑна ҫителӗксӗр, хамӑр та сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслашар, вӑй-хал тапса тӑнине туйса илер терӗмӗр», — ҫапларах шухӑш тытнӑскерсем спорт тумтирне кӑмӑлтан тӑхӑннӑ. «Кун сая ятӑмӑр текен пулман. Пурте кӑмӑллӑ юлтӑмӑр», — ӗнентереҫҫӗ хаҫатҫӑсем.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗ Чӑвашпотребсоюзпа пӗрле «Шӑккалат — ачасене» акцие 10 ҫул ытла ирттерет. Кӑҫал вӑл чӳкӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 10-мӗшӗччен иртнӗ.
Анчах Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи ачасем акцие тӑсма шухӑшланӑ. Вӗсем ӑна ыран ҫеҫ вӗҫлӗҫ. Кивӗ ҫӗнӗ ҫул умӗн шкул ачисем пухнӑ шӑккалатсене ача ҫурчӗсемпе интернатсене валеҫӗҫ.
Шкулта фойере контейнер вырнаҫтарнӑ. Ачасем акципе пӗрремӗш кунранах кӑсӑкланма пуҫланӑ. Контейнер тепӗр кунхинех парнесемпе тулма пуҫланӑ. Ав 8-мӗш классем вӑл хӑвӑртрах тултӑр тесе 3-шер шӑккалат та янӑ. Чи кӗҫӗннисем те акцие хастар хутшӑннӑ.
Шкултан вӗренсе тухнӑ, канмалли кунсенче шкулти спортзала килнӗ ҫынсем те айккинче юлман. Пурне те талӑхсен шӑпи пӑшӑрхантарнӑ, пурте вӗсене савӑнтарасшӑн ҫуннӑ.
Чӑваш Сурӑмӗсем мӗн чухлӗ шӑккалат пухнине ыран пӗлӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗнче чӑваш фольклорӗн «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, культурӑна пуянлатма, районсен туслӑ ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пулӑшас тӗллев лартнӑ мероприяти театрализациленӗ май утса иртнинчен пуҫланнӑ. Вӗсене ял халӑхӗ тӑвӑллӑн ял ҫупса йышӑннӑ.
Фестивале республикӑн 8 районӗнчи тата Мари Элти 11 ушкӑн пынӑ. Юрӑ-ташша юратакансене вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, районти ытти тӳре-шара саламланӑ. Ытти районтан пынисем те сцена ҫине тухнӑ. Уява Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова хутшӑннӑ.
Уяв вырӑнти «Ямаш» фольклор ушкӑнӗн концертӗнчен пуҫланнӑ. Унтан Мари Элтан ҫитнӗ «Чӑваш утар», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял тӑрӑхӗнчи «Илем», Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи «Кунер», Хуракассинчи «Шӳлкеме», Муркаш районӗнчи Чиркӳллӗ Тутараньти «Сурпан», Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Комсомольски районӗнчи Тукайри «Шурӑмпуҫ», Куславкка районӗнчи Елчӗкри «Эткер» фольклор ушкӑнӗсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи «Тӑваньен» вокал ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ.
Культура ҫулталӑкне халалланӑ «Тӑван ялӑм ҫапла пуҫланнӑ» конкурс раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пынӑ. Чӑваш Республикин шкулӗсенче вӗренекен «Тантӑш» хаҫат тусӗсем, ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсем, пултарулӑх ӑмӑртӑвне паха хайлавсем ярса панӑ. Вӗсене хаҫат номертен номере пичетлесе пынӑ, пичетлесе ӗлкӗрейменнине каярах пичетлеме шантараҫҫӗ.
Тӑван ял халапӗсем тӗрлӗ шайлӑ пулнӑ. Вӗсем пӗринчен тепри кӑсӑк тесе ӗнентереҫҫӗ. Халапсене ват ҫынсем каласа панине истори чӑнлӑхӗсемпе ҫыхӑнтарса тӑван ял историне тулли уҫса пама тӑрӑшнӑ.
«Тӑван ялӑм ҫапла пуҫланнӑ» конкурса хутшӑннисен ячӗсене «Тантӑш» хаҫатра та пичетлемелле, авторӗсене тата вӗсен ерӳҫисене сертификат тата парнесем парса чысламалла. «Сертификатсемпе парнесене хаҫат редакцине кӗрсе илме пултаратӑр», — тесе хыпарлаҫҫӗ конкурс йӗркелӳҫисем.
Ирина Гладкова (Шӑмӑршӑ районӗ, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ), Николай Кулагин (Элӗк районӗ, Мӑн Ямаш вӑтам шкулӗ, 6 класс), Юлия Ильденеева (Улатӑр районӗ, Суйкӑн шкулӗ, 6 класс), Мария Тигинова (Улатӑр районӗ, Суйкӑн, 9 класс), Ольга Алексеева (Ҫӗрпӳ районӗ, Ямаш шкулӗ, 8 класс), Вадим Андреев (Ҫӗрпу районӗ, Ямаш шкулӗ, 9 класс), Никита Никитин (Элӗк районӗ, Шӗмшеш шкулӗ, 8 класс), Анна Удиванова (Элӗк районӗ, Шӗмшеш шкулӗ, 10 класс), Ольга Архипова (Элӗк районӗ, Шӗмшеш шкулӗ, 7 класс), Катя Сарбаева (Сӗнтӗрвёрри район, Карапаш), Анна Михеева (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Мён Этмен шкулӗ, 11 класс), А.
«Элӗк районӗнчи Карачурари социаллӑ культура центрӗнче пултаруллӑ ҫынсен коллективӗ ӗҫлет. Вӗсене ӗмӗт-тӗллеве пурнӑҫласа пыма тивӗҫлӗ услови кирлӗ», — тесе шухӑшлать Элӗк район хаҫачӗ. Курмалли залра ҫавна май йӗрке тӑвас енӗпе ӗҫ анлӑ сарӑлнӑ иккен.
Сценӑпа фойене хитрелетнӗ те-мӗн. Культура ӗҫченӗсен тата вырӑнти ҫынсен: Л. Онуфриева, И. Онуфриев, Э.Ефремов, С. Алексеев, Г. Матвеев, Ю. Иванов, Д. Петров — вӑйӗпе зал стенине капӑрлатнӑ.
«Пирӗн культура ҫуртне чылай ҫул юсаманччӗ. Халӗ, май пур чухне, ку енӗпе ӗҫлес терӗмӗр. Л. Онуфриева тӑрӑшнипе сцена кармалли, баннер тата ытти материал турттарса килнӗ. Умра — пысӑк ӗҫсем: ҫивитти юсамалла, электрохатӗрсене улӑштармалла», — теҫҫӗ пулать ял ҫыннисем.
Карачурасем культура учрежденине юсассишӗн тӑрӑшакансене тав тӑваҫҫӗ тесе ӗнентерет район хаҫачӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти Ехремкасси ял тӑрӑхӗ, «Авангард» хуҫалӑх та пулӑшу кӳрессе шанаҫҫӗ иккен.
Хӑйсен прависене хӳтӗлеме ыйтса ҫынсен хӑш чухне прокуратурӑнах ҫитме тивет. Ун пек тӗслӗхсене Чӑваш Ен прокуратурин коррупцие хирӗҫле законодательствӑна пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Павлов нумай илсе кӑтартма пултарать. Хӑш-пӗр ӗҫре коррупци сӗмӗ палӑрмасть пулин те саккуна пӑсни куҫкӗрет. Акӑ ун пеккисенчен пӗри.
Ку ӗҫ Элӗк районӗнче пулнӑ. Унти прокуратурӑна 76 ҫулти хӗрарӑм вӑл 1985 ҫулта хӗрӗн ячӗпе перекет кассинче уҫнӑ укҫана банк тавӑрса парасшӑн маррине евитленӗ. 1991 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗччен хунӑ укҫашӑн компенсаци тӳлемелли пирки 2009 ҫулта ҫӗршывӑн правительстви йышӑну кӑларнӑ-ха. Компенсацие 1946–1991 ҫулсенче ҫуралнисене памалла. Хӗрӗн ячӗпе уҫнӑ вкладшӑн пенсионерка та компенсаци илес тенӗ. Анчах банкра хирӗҫленӗ. Сӑлтавне кинемейӗн хӗрӗ Литвара пурӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем приходной касса ордерӗсене пӗтернипе те сӑлтавлама пӑхнӑ. Кинемей правине хӳтӗлесе прокуратура суда тухнӑ, суд кинемее майлӑ йышӑну кӑларнӑ.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче Культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче ачасемпе ҫамрӑксен театр пултарулӑхӗн «Юмах ҫӑлкуҫӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 50 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Куракансем фестиваль финалисчӗсем сцена ҫинче кӑтартнӑ постановкӑсемпе киленнӗ.
Ҫӗмӗрлери «Коляда» халӑх театрӗ «Русалочка» спектакль кӑтартнӑ. Патӑрьел районӗнчи «Солнышко» театр ушкӑнӗ «Сказка о рыбаке и о рыбке» постановка лартнӑ. Элӗк районӗн ачисем «Пукане» постановкӑпа савӑнтарнӑ. Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназири кружока ҫӳрекенсем «Диалог с поэтом» композици кӑтартнӑ. Канаш районӗнчи ачасем, «Хӗлхем» театр ушкӑнӗ, «Чечеклӗ кӑмпа» юмах лартнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗ ҫумӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ «Кошкин дом» постановкӑпа савӑнтарнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене тата унӑн ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Сӑнсем (21)
Ку ыйтӑва нумаях пулмасть иртнӗ Элӗк район депутачӗсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче хускатнӑ.
«Халӑх тарҫисем» ял тӑрӑхӗсен территорийӗсенчи йӑлари хытӑ каяша пухассипе тата вӑхӑтлӑх тытассипе тунӑ ӗҫсем ҫинчен отчет итленӗ. Район админситарцийӗнче ӗҫлекен Сергей Гаврилов специалист чарӑнса тӑнӑ самантсем депутатсем хушшинче те, пухӑва хутшӑнакансем хушшинче те нумай ыйту ҫуратнӑ-мӗн.
Район центрӗнче те, ял тӑрӑхӗсенче те ҫӳп-ҫапа пуҫтарас ыйту ҫивӗч тӑрать иккен. Пухӑнса кайнӑ каяша вӑхӑтра турттарасси кӑна мар, ятарласа уйӑрнӑ вырӑна ӑна ҫитересси те ҫителӗклӗ пулса пымасть-мӗн. Йӗри-таврари тирпейсӗрлӗхшӗн яланах пуҫлӑх айӑплӑ мар тесе ҫирӗплетеҫҫӗ вырӑнтисем. Ҫынсем хӑйсемех ҫул хӗррине миххи-миххипе ҫӳп-ҫап пӑрахса хӑварма хӑяҫҫӗ иккен. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов депутатсене хӑйсен округӗсенче тирпейлӗх ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме ыйтнӑ. Ҫитес вӑхӑтра районта ку ҫивӗч ыйтӑва татса пама ӗҫ пуҫарнине палӑртнӑ. Район депутачӗ Сергей Васильев пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсем хӗррипе ӳкнӗ йывӑҫсене халӗ те пухса тирпейлеменнине каланӑ. Александр Куликов ку енӗпе пур ял тӑрӑхӗнче те ӗҫсене тивӗҫлипе йӗркелеме хушнине аса илтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |